Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Cмартфон ҫине Яндекс.Клавиатура сарӑма лартасси

Яндекс.Клавиатура — «Яндекс» ӑсталанӑ смартфонра ҫырмалли програмӑллӑ клавиатура.

Лайӑх енӗсемпе япӑххисем

Ыттисемпе танлаштарсан «Яндекс.Клавиатура» Android операци системинче ҫеҫ мар, Apple кӑларнӑ iPhone-сем ҫине те ӗҫлет.

Чӑвашла ҫырнӑ чухне ку приложени сӑмахсене вӗҫлесе пулӑшма та пултарать. Шел те, сӑмах пуххи пысӑках маррине пула яланах тивӗҫлӗ вариант сӗнеймест.

Лартасси

Лартмалли утӑмсене Android системинчипе ӑнлантарса парӑпӑр. iOS ҫинче те ҫавнашкалтарах.
1. Play.Market-а кӗрсе «Яндекс.Клавиатура» приложенине тупӑр та «Установить» ҫине пусӑр.

2. Тин лартнӑ приложенине уҫӑр. Вӑл тӳрех «Яндекс.Клавиатурӑна» ӗҫлеттерсе яма ыйтӗ. «Включить» ҫине пусӑр. Клавиатурӑсен йышӗнче «Яндекс.Клавиатура» рычажокне ҫутӑр. Сире ҫак приложени эсир мӗн ҫрнине пуҫтарма пултарасси пирки асӑрхаттарӗҫ. «ОК» ҫине пусса килӗшӗр.

3. Малалла «Яндекс.Клавиатурӑна» суйлама сӗнӗ. «Выбрать» ҫине пусӑр. Ҫӗнӗ диалогра «Яндекс.Клавиатура» йӗркене суйлӑр.

4. Малалла сире анлӑ отчетсем ярса тӑма сӗнӗҫ. Эпир ку тӗлӗшпе килӗшме сӗнетпӗр (меншӗнне аяларах ӑнлантарнӑ). «Отправлять расширенные отчеты» патӗнчи чанана хӑвӑра мӗнле килӗшет, ҫапла палӑртӑр та «Продолжить» ҫине пусӑр.

5. Сире пӗтӗмпех хатӗрри пирки пӗлтерӗҫ. «Использовать поиск Яндекса» патӗнчи чанана палӑртнине илме сӗнетпӗр.

6. Малалла вара «Открыть настройки» ҫине пусмалла. Кунта эсир клавиатурӑн ӗнерлевне лекетӗр. Пире «Язык» текен пай кӑсӑклантарать. Унта пусар.

7. Эпир икӗ чӗлхе пуррине куратпӑр: вырӑс тата акӑлчан. Пирӗн кунта чӑваш чӗлхине хушмалла. Ҫулти сылтӑм енче лупа иконки ҫине пусатпӑр та «чувашский» ҫырма пуҫлатпӑр. Ҫырса пӗтермесӗрех пире чӑвашлине сӗнӗ. Ун ҫине пусатпӑр. Чӑвашли тиеннӗ хыҫҫӑн каялла таврӑнатпӑр. Малалла хӑвӑр кӑмӑла каякан ытти ӗнерлевсене тума пулать.

8. Пулчӗ те!

Сӗнӳсем

«Яндекс.Клавиатурӑпа» усӑ курнӑ чухне ҫак ӗнерлевсене лартса сӗнетпӗр:

  • «Делать Я.Клавиатуру лучше» палӑртрӑр — ҫапла май эсир мӗн ҫырни «Яндекса» эсир кам икенне палӑртмасӑр (анонимлӑ) кайӗ. Ку вара статистикӑна пухма пулӑшӗ, «Яндекс.Клавиатурӑна» лайӑхлатма май парӗ (сӑмахран, сӑмахсене тӗрӗс вӗҫлеме вӗрентӗ).
  • «Дополнительный ряд с цифрами» палӑртма сӗнетпӗр — ку ҫырма ҫӑмӑллатӗ.
  • «Дополнительные символы - @,#,*» — ку та ҫырас хӑвӑртлӑха ӳстерӗ.
  • Чӗлхесене суйланӑ чухне чӑвашла тат акӑлчанлисене ҫеҫ хӑварма сӗнетпӗр: вырӑсли вӗсене ылмаштарма чӑрмантарӗ кӑна.
  • Чӑвашла сарӑмра «Ъ» хытӑлӑх паллине лартас тесен ҫемҫелӗх палли ҫине ытларах пусса тӑмалла — вара хытӑлӑх палли лартмалли май тухӗ.


 
Категорисем: Софт, Чӑваш чӗлхи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2022-08-19 13:01:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1556 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем